Внеклассное мероприятие: «Ҫут тӗнчере мӗн хаклă?»
Вĕрентекен:
Ҫут тӗнчере мӗн хаклă, аслă, сывă?
Кампа телей куратăн эс? - тесен.
-Чăваш ҫӗршывӗ, сар хӗвел ҫӗршывӗ!
Эс хаклă – тетӗп эп хӗпӗртесе.
Ҫак сăвă йӗркисене пирӗн ентеш, паллă поэтесса Мария Андреевна Волкова ҫырнă.Паянхи уява эпир ăна халаллатпăр,пултаруллăхӗпе паллашса унăн сăввисен асамлăхне ăнланма тăрăшăпăр.
1 вулакан : Мария Андреевна Волкова чăваш литературине малтан килнӗ хӗрарăм поэтсенчен пӗри. Вăл 1934-мӗш ҫулхи чÿк уйăхӗн 7-мӗшӗнче Вăрмар районӗнчи Карăкҫырма ялӗнче ӗҫҫынни ҫемйинче ҫуралнă.Пысăк Енкассинчи вăтам шкул хыҫҫăн Шупашкарти педагогика институтӗнчен вӗренсе тухнă. 1960 ҫултан пуҫласа ачасене шкулта сăмах илемне туйма вӗрентнӗ. Анчах сывлăхӗ япăххине пула 1966 ҫултан шкул ӗҫне пăрахса пуҫӗпех литература ӗҫне кÿленнӗ. Унăн пӗрремӗш сăвви 1952-мӗш ҫултах пичетленнӗ.М. Волкова пурăннă чух 6 сăвă кӗнеки кăларма ӗлкӗрнӗ.
(Кӗнекисем)
42 ҫултултарма 7 кун юлсан, юпа уйăхӗн 31-мӗшӗнче Мария Волкова ӗмӗрлӗхе куҫне хупать. Хăй вилнӗ хыҫҫăн унăн тата икӗ кӗнеки пичетленсе тухнă.
2 вулакан :
Поэзи! Эс вилĕмсĕр пурнăç вĕçевĕ,
Çап-çутă варкăшатăн хĕвел кайăкла.
Куратăп сăнна эп Сафо сăнĕ евĕр…
Уçатăн-и эп шаккасан алăкна?(апрель, 1966ҫ.)
Ҫапла , пӗр хăрамасăр пырса шакканă вăл поэзии алăкне, хăюллă ярса пуснă унăн ытамне…
Пур-ха юрлакансем çаплах кив юрă,
Поэзийе «хăйсем тăвакансем».
Йĕрĕнтерсе тăрлавсăр урăм-сурăм
Питлĕх çапса уксах ташлакансем.
Вĕсем пире çултан сирме пикенчĕç
Хăйăлтатан çиллес саспа, урса
Хаяр сăмахсемпе те питрен печĕç,
Ура явса çапма мел шыраса.
Туссем! Çырса-вĕриленсе туптаннă
Перо хĕç пек вичкĕнленсессĕн тин
Тухар-ха кĕрешме! Ку – савнă
Поэзишĕн. Сыв пултăр ун сăпки!
Ун сăввисене вуланă май ирӗкре вӗҫекен мăнаҫлă кайăк куҫ умне тухать. Черченкӗ чунӗ – халь-халь татăлса каясла.Сăмахӗсем ытахальтен е рифмăшăн вӗҫтерес текеннисем мар, таҫтан шалтан тапса тухаканнисем, пăлхатса яраканнисем.
3 вулакан:
Мария Андреевна Волкова сăвăç хăй çуралнине «Октябрь тивлечĕпе» сăвăра çырса кăтартать. Амăшĕ чăлха çыхса ларнă вăхăтра хĕрĕ хăй пĕчĕккĕ чухнехи çинчен каласа пама ыйтать:
…Анне, ытарайми аннеçĕм!
…Хĕвеллĕ кун çуратнă теççĕ
Мана эс. Тĕрĕс-и – кала?
Амăшĕ çăл патне шыв ăсма тухнă, шкул ачисем колоннăпа юрă юрласа килнине курса, хăй йывăр çын пулнишĕн вăтанса («Унта тата аппу та пурччĕ, Вăл ялавпаччĕ чи малта») килне васкать. Çăмăлланма [15, 51].
Çут тĕнчере кам хĕпĕртемĕ
Уявлăн илтĕнсен «у-а».
Ахрăмланса сассу кĕрленĕн
Килетчĕ шкул енчен «урра!..»
Хĕвел çине йăтса ят пачĕ
Аçу: «Мария ят хурас.
Октябрь кунĕ, - тет, - çуралчĕ,
Ан куртăрччĕ хура-шура».
Унтан амăшĕ пĕчĕк хĕрĕ мĕнле ÿсни пирки каласа парать:
Ытла йĕре ача пулмарăн.
Йĕрсех йĕместĕн те – хăш чух
Кăштах кутăнланма пултарнă,
Хăш чух алла тытма май çук.
Пăхаттăн тĕлĕннĕ пек ăслăн,
Пăхаттăн та мăн çын пекех
Лăш сывласа яраттăн ассăн.
…Хитре эс ÿсрĕн. Астăватăп,
Те ху эс лăпкă пулнăран,
Хăвна хăвах эс, ластăк-ластăк
Сиксе, сиктернĕ сăпкара…
4 вулакан :
Поэтесса творчествинче амăшӗ сăнарӗ пысăк вырăн йышăнса тăрать. «Кăмăл çаврăнăшĕ» сăввăн та тĕп шухăшĕ – пире пурнăç парнеленĕ аннен çутă сăнарĕ тата ача чухнехи астăвăм.
Пахча сухаласанах çулсеренех
Анне акать пĕр лаптăк хĕвелçамăш.
- Ачасем, ан пăхăр ют пахча енне,
Çын пахчине кĕрсессĕн, - тетчĕ, - намăс.
Сар çу турилкки пек пуçне тайса
Пÿремече пайланă пек пайлатчĕ,
Кăмăлпала паратчĕ кашнине,
Пайлатчĕ те çапла хушса калатчĕ:
- Хуппипеле ан çÿплĕр урайне,
Шур урайне çу йĕрĕ хăварать вăл…
Тухса лараттăмăр хапха айне,
Кашнин алра , хĕвел пур пĕрер татăк.
Эп, кĕçĕнни, сапун арки çине
Хам татăка тирпейлĕн шĕкĕлчеттĕм.
Ката-ката пуçлаттăм та çиме:
- Хĕвел çăвĕ мĕнле вăл тутлă! – теттĕм.
Туятчĕç çерçисем те тутлине,
Ани çинчех такка-такка вăрлатчĕç.
Анне вара кĕретчĕ пуçтарса,
Кушăхтарма мачча тăрне хуратчĕ.
Кушăхтарса антарнă пуçсенчен
Алла çаплах хĕвел ăшши çапатьчĕ.
Кăшт шаккасан та уçă куçсенчен
Шултра вăррийĕ шăпăр тăкăнатчĕ.
Анне ăна тип шанкă-вут хутса
Таканапа кăмакана хыватчĕ.
Типсе çитсен пулатчĕ пĕр хутаç,
Тĕшĕллĕрен хулен чăштăртататчĕ.
Хутаçрине хуратчĕ пуçтарса,
Уявсенче пĕрер стакан паратчĕ.
Хăй те çиетчĕ тутанса кас-кас,
Хупписене нихçан çĕре тăкмастчĕ.
Пит ватăлчĕ аннем ман ĕçлесех.
Халь хĕвелçамăш катаймасть, мăнтарăн.
Хăй кăмăлне ĕлĕкхи пекех
Сар хĕвелпе вăл çыхăнтарнă.
5 вулакан :
Ҫыру
Пӗлетӗп, эс халь ҫывăрмастăн,
Аннеҫӗм, йывăр пуль сана.
Килте пӗччен сывлан пуль ассăн,
Тахҫантанпах кӗтсе мана.
Ан пăшăрхан, ытла ан хуҫăл.
Салху пулсан, ăш пусарма
Кил картине тухса эс уҫăл –
Ҫыру манн ҫитӗ ыранах.
Шыв-шур типсессӗнех эп пырăп.
Унчен ыйтатăп эп санран, -
Анне, аннеҫӗм, эс пит ырă, -
Тухса пăхсам эс хушăран
Эп лартнă хурăна, асту эс,
Сан чăрсăр пӗчӗк мăнуксем
Хăйсем сисмесӗр хур ан туччӗр,
Шывне ӗҫес тесе вӗсем.
Ăна шăтарӗҫ, ыраттарӗҫ
Хурăна мар - ман чӗрене.
Ун шывне маар вӗсем юхтарӗҫ,
Юхтарӗҫ манн чӗр куҫҫуле.
Сӗткенӗ унăн юхса анӗ,
Хӗретӗ шурă кӗпине.
Кайран вăл ҫулҫă та сараймӗ,
Сараймӗ хăйӗн кăчкине…
Ну, шăнкăрч вӗллине ҫакас-тăк, -
Ҫакчӗр-и кăнтăр еннелле:
Чӗпписене сив ҫил ан кастăр,
Лăпкатăр ăшшăн сар шевле.
Вĕрентекен:
Анне пурăнасшăн пулмарĕ
Пичче лартнă кирпĕч çуртра.
- Чул çурт, - тет вăл, - сивĕ.
Каларăм,
Ил терĕм пĕр йывăç пура.
Тем чул вут хутсан та, ман чуншăн
Вăл йывăç пÿрт пек ăшă мар…
Атте лартниех лайăх уншăн,
Ăна вăл хушмарĕ пăсма.
Анне уйрăласшăн пулмарĕ
Хăй хăнăхнă кантăксенчен.
Вăл хурлă чунне лăплантарнă
Пăхса тек вĕсен куçĕнчен.
Тен, унăн хуйхине ăнланнă –
Ларатчĕç вĕсем те йĕрсе.
Атте килессе те шантарнă,
Хаяр вăрçăран çĕнтерсе.
Тарлатчĕç вĕсем те, мăнтарăн,
Куллен чĕр турат хутнипе.
Ăшри вут куççÿллĕ, тăварлă,
Хуралнă юман вутти пек.
Шăлатчĕ анне, типĕтетчĕ
Йĕпе кантăкне ир-ирех.
Ун витĕр пăхса тек кĕтетчĕ,
Куççуль кăтартмастчĕ пире.
Çĕклем йăтнă çын пек ман килĕм
Мала вăл кăшт ÿпĕннĕрен.
Шăвать типекен кÿлĕ çийĕн
Йÿç тĕтĕм тухса мăрьерен.
Анне шухăшне путараççĕ
Кичем ватлăха çак сăнсем.
Ман çав ватлăха мантарасчĕ,
Пиллесчĕ ăна çут кунсем.
Эп ун кăмăлне илсе лартрăм
Çут кÿлĕ умне йывăç çурт.
Хĕвел енне кантăк кастартăм,
Улт кантăк. Веранда та пур.
Анне ман тÿрех шарламарĕ.
Сенкер куçĕнче çиçекен
Телей куççульне пытармарĕ,
Кулли ун вылярĕ шевлен:
- Пурнасчĕ ик ĕмĕр – пурнаймăп…
Эх, халь аçу пулнă пулсан,
Мĕнле хĕпĕртетчĕ, калаймăп.
Аçушăн пурнас пулĕ ман!..
Аннешĕн хĕр пуççăн пÿрт лартрăм,
Телейлĕ ĕç тупрăм хама.
Кÿлле тепĕр хут эп чавтартăм,
Сад лартрăм ăна савăнма.
Илемлĕ çут пулă кÿллийĕ
Тăп-тăрă курнать кăнтăрла.
Вăл шухă ачалăх куллиллĕ,
Шыва кĕнĕ саслă тарать.
Пÿртре курăнать, кантăк витĕр,
Уй урлă вăрман, аслă çул.
Анне юратать-çке ман питĕ,
Çĕре юратать-çке ун чун!
Калать вăл: «Пÿрт ăшă, йĕркеллĕ,
Хĕлле те пĕр кантăк шăнмасть.
Вĕсен килĕнче чун хĕвеллĕ
Тесе, кĕччĕрех ăшăнма…»
Унта ватă çын пулнăран пуль
Упрать ăшшине пирĕн кил.
Лармасть сад пахчи те улмасăр.
Анне тутри пек ун çеçки.
6 вулакан : М. Волкова амăшӗ патне ҫырнă ҫыру йӗркисем.
«Хаклă аннем, сан çырăвна илтĕм. Хыпарсене пĕлтĕм. Тавах сана.
Кĕç пыратăп тесе пурăнатăп та çыру çырмарăм. Анчах эпĕ пĕрре те манса каймастăп сан çинчен, анне. Пĕр михĕ шур çăнăх илсе хутăм, улмасем илнĕччĕ. Çĕрсе пĕтеççĕ ĕнтĕ, Оляран парса яратăп. Эсĕ вĕсене часрах çисе яр.
Вутă чĕрĕ, тетĕн. Мĕн тăвăн? Халь шăнтрĕ ĕнтĕ, паян-ыран типпине илсе пыратăп. Выльăх апачĕ хам таврăнсан тупăпăр, уншăн ан кулян. Эпĕ ăнлантăм: пĕччен йывăр сана. Хам пырсан иксĕмĕрĕн, ик хăшăлтин, пĕр çын вăйĕ чухлĕ пулĕ-ха. Майĕпен хĕл каçăпăр. Шыв ăсма та хамах кайса килĕп! Ытлашши ан кулян.
Анне, вилĕме ан асăн-ха, эп халь те кулянатăп. Эсĕ вилсен ман кампа пурăнмалла? Кирлĕ-кирлĕ маршăн хыпса çунса ан лар. Ытла ăшчик çуннă чух килте пĕччен ан лар. Тухса çÿрекеле.
Пысăк салампа санăн Маруç.1971 çул, декабрьĕн 9-мĕшĕ.» .
Р.Г. Амăшӗсӗр поэт та ҫук .Кӗҫех пысăк уяв, аннесен кунӗ ҫитет. Пулас аннесен ячӗпе, амăшсен ячӗпе В. Сытина ҫырса кӗвӗленӗ юрă сире парне пултăр. (Шур юр пӗрчи).
7 вулакан :
Мария çуралсанах ашшĕ ăна телей пилленĕ пулин те, Октябрь уявĕ кунне çуралнă пулсан та, пулас сăвăçăн йывăрлăхĕсем ачаранах пуçланнă. Вăл пĕчĕк чухнех вĕсен кил-çурчĕ çунса каять. Çемье пахчари хура мунчана пурăнма куçать. Сивĕ, нÿрлĕ вырăнта пулни ача сывлăхне япăхлатать, ăна ÿпке чирĕ çакланать.
Хĕрача шăпине вăрçă вăхăтĕнчи йывăр пурнăç хуçать. Ҫакă йăмăкне халалланă «Йăмăхнă ĕмĕт» сăввинче те палăрать.
Сана балерина теетчĕç,
Мана – музыкант пулĕ, тен.
Таçтан ак кăвар сиксе ÿкрĕ
Ачалăх кравачĕ çине.
Тальянка алран тухса ÿкрĕ,
Атте вăрçа кайнă чухне
Аннен алран тутăр каймарĕ,
Эс мантăн ташша çав кунтан.
Санран балерина пулмарĕ,
Эп хам музыкант пулайман.
Вĕрентекен:
«Таçтан ак кăвар сиксе ÿкрĕ ачалăх кравачĕ çине» йĕркесем лирика геройĕн ачалăхне вăрçă тытса илсе кайнине пĕтĕм чĕререн туйтараççĕ. «Таçтан» килсе ÿкнĕ вăл кăвар, ача чунĕ ăна ăнланса та çитмест, анчах ашшĕ вăрçа кайнă чухне «тальянка алран тухса ÿкет». Йăмăкĕ те, балерина пулма ĕмĕтленекенскер, ташша çав кунтан маннă. Вăрçă ачалăхăн савăнăçне, телейне сĕмсĕррĕн таптать. Ашшĕ вăрçа кайнă чухне амăшĕн хуйхине, вăл пĕр чарăнми макăрнине те сăвăç хǎйне евĕрлĕ сăнлать, «аннен алран тутăр каймарĕ» тет вăл. Нушапа, хуйхă-суйхăпа, йывăрлăхсемпе пиçĕхсе вăхăтсăр çитĕннĕ ача шăпи тухса тăрать куç умне.
Мария Волковăн ашшӗ ҫинчен ҫырнисем те нумай. «Вăрçă ветеранĕсене» сăвăра ашшĕ пирки М.Волкова çапла çырать:
Атте вилсессĕн çех çакна ăнлантăм:
Мана хăй пек вĕреннĕ çын тума
вăл шухăшланă.
Тен, хăй амансан та
Ĕненнĕ шанчăк шуçăмне курма.
Мария Андреевна ашшĕн шанăçне сая яман.
8 вулакан :
Районтан эп тухатăп хавас кăмăлпа,
Районта сисеймерĕм эп каç пулнине.
Ϋлекен тĕттĕм хир варринчи тăвăлпа
Ман çула пÿлмеллех юр хĕвет çул çине.
Савăнма сăлтав пур ман: туллии кутамкка
Кĕнеке илтĕм эпĕ вулав çуртĕнчен.
Чĕрере уяр кун, харсар ĕмĕт хампа.
Кутамкка ăшĕнче – пысăк, аслă тĕнче.
Пурнăçа та ăса тарăнлатрĕ вăлах,
Ăнтăлса эп утатăп хастар ĕмĕтпе.
Пĕчĕк çеç хĕрача вăйланан тăвăла
Харсăр вут пек чунпа пусарса çĕнес пек.
Çĕре кĕнĕ атте сăмахне утнă чух
Асилсен, малалла васкатать ман чĕре.
-- Кĕнеке пуянлатнă çынтан вăйли çук,
Пĕлÿрен асли çук, - тетче, - çут тĕнчере.
…Алăка яр уçса, ним пулман пек чипер:
-- Ман килес, - теп, анне çинелле тинкерсе…
9 вулакан :
Тăван çĕршыв, тăван кил, атте-анне, тăван шкул, тăван халăх, туссем – çак сăнарсем тухмаççĕ сăвăç асĕнчен.
«Аслă кăмăллă ял! Эс мана ăнлантăн, сан чухлĕ никам та ăнланас çук, çавăнпа сан умна канăçа пĕлмесĕр хăшкăлнă чунпа шухăшлă вĕри пуçăма таятăп. Çав шухăш-кăмăла эп санран кивçен илнĕ. Кăмăлăма çынсем иленчĕç, анчах эпĕ вĕсемпе тем чул ырă пулсан та, сан аслă кăмăлна çитеймĕп, çавăнпа сан умăнта эп ĕмĕр парăмлă.
Эсĕ çеç … витĕр туйма вĕрентрĕн, эсĕ çеç мана вĕçсĕр тасалăх шайĕнче тытатăн!» - тесе çырнă М.Волкова .
Çавăн пекех Мария Волкова тăван шкулне те нихăçан та манса кайман. Пысăк Енкассинчи вăтам шкулпа, ытларах хăй вăхăтĕнче унта вĕрентнĕ Ираида Петровна учительница патне çыру çÿретнĕ е Карăкçырма ялне килнĕ чухне çула май вĕсем патне кĕре-кĕре тухнă. Çырăвĕсенче вăл шкулти ĕç-пуç çинчен интересленсе ыйтсах тăнă, хăйĕн çитĕнĕвĕсемпе паллаштарнă.
Мухтав сире, учительсем,
Темиçе хут мухтав, мухтав!» - çакăн пек сăвăллă çырусем çырнă поэтесса Пысăк Енкасси шкулне.
Юратнă учителĕме
Çĕр-шывăн шанчăклă ĕçне
Нумай вăй-хал эс панă,
Çÿçсем çурхи улмуççилле
Куçкĕретех шуралнă.
Ху савнă халăх ячĕпе
Мускав сана тав тунă –
Йăлтăртатса кăкру çинче
Вăл çуталать мухтавлăн.
Хаваслă, шавлă çемьере
Пире чунтан ÿстертĕн –
Пĕлÿ сăрт-ту таран кÿрсен,
Çĕр-шыв тавра вĕçтертĕн.
Сан харсăр чĕппÿсем çуллен
Чысри ята ямаççĕ –
Анаççĕ шыв тĕпне. Çÿле
Хăюллăн хăпараççĕ.
Вĕсен патварлăхне курсан
Кам ырă ят каламĕ! –
Сана, вĕсемшĕн тав туса,
Яраççе чыс саламĕ.
Сăпайлă, сывлăхлă пулма.
Эп те салам ярам-и?
Хисепшĕн сирĕн умăрта
Хуллен пуçа таям-и?
10 вулакан :
М. Волковăн поэзийӗнче юрату теми те пысăк вырăн йышăнать. Хăйӗн дневникĕнче вăл çапла çырать: «Вега – ман çамрăклăх çăлтăрĕ, ман идеал, ман инçетлĕх çути, эпĕ – Çĕр çине этем тасалăхне çĕклеме, мухтама килнĕ этем, ĕмĕтсемпе, пĕтĕм пурнăçăмпа çав инçетлĕхе туртăнатăп». Сăввисем тăрăх пăхсан, Мария Волкова нихăçан та «вăхăтлăх, вылянчăк» юратман:
Поэзире суймасть хĕрарăм,
Сăвви çут çăлтăр евĕрех:
«Эп хĕр тасалăхне упрарăм,
Элексенчен те çÿллĕрех».
Чăнах та çапла. Мария Андреевна пирки урăхла шухăшлама çук.
Вега
Пĕр çăлтăр тÿпере çунать
Ыттисенчен кăшт йăмăхса,
Сенкер çăлкуç пек курăнать –
Тăранаймастăп эп пăхса!
Ах, Вега! Эп сан пек илемлĕ,
Сан пек сенкер таса пулсан.
Кам пăхмĕ, кам савса иленмĕ,
Ăмсанмĕ кам йăл-йăл кулса!
Çынран эп пурăнмастăп уйрăм…:
Тен, шухăшлатăп тимлĕрех.
Тен, халĕ тин çакна эп туйрăм:
Такамшăн эп те хитререх.
Е хам çитмен çĕре çитерĕп
Эп чун юратнă арçынна,
Е ĕмĕре пĕччен ирттерĕп
Бетховенла çуна-çуна.
Айван чух мăшăр пулаймарăм.
Çулсем халь – витĕр çеçкере.
Эп хĕр тасалăхне упрарăм
Элексенчен те çÿллĕрех!..
Ах, Вега! Хĕрлĕхĕм илемĕ,
Чечекĕ, çăлтăрĕ эс ман!
Ăна кама савса пиллем эп
Вăл ĕмĕрлĕх пĕррех пулсан?
11 вулакан :
Тараси хăйсен те пур вӗсен,
Такăнас пек тулли витрисем.
Темшӗн пирӗн ҫăлтан шыв ăсать,
Тӗл пулсан – тăхтамашкăн ыйтать.
Чарăнатпăр урам варринче,
Чӗнеймесӗр пăхап куҫӗнчен.
Каччă хăй те каять ҫухалса,
Витрери шывӗ пек хумханса.
«Юрататăп», - темест вăл мана,
Каҫсерен вăйăран ăсатмасть.
Вӗрлӗк умӗн кăна, эп кӗрсен,
Ирчченех вăл ҫÿренӗ йӗрсем.
Тараси хăйсен те пур вӗсен,
Такăнас пек тулли витрисем.
Мӗншӗн пирӗн ҫăлтан шыв ăсать?
Йăл кулса ҫавăрать ман ăса.
12 вулакан :
Ан калăр, ан систерӗр
Эп уншăн ҫуннине.
Тухмасть вăл кӗҫӗр, - тейӗр,
Ыйтсассăн ман ҫинчен.
Эп вăрттăн юратсаттăм
Сăпайлă йӗкӗте.
Ман шанчăклă хӗр-тантăш
Татайрӗ ӗмӗте.
Ман тусăма астарчӗ
Вăл эпӗ сисиччен.
Астарчӗ те мантарчӗ,
Мантарчӗ ман ҫинчен.
Ах, калăр ăна, калăр:
Ан пăхтăр ман ҫине.
Ман хӗрлӗ сăн шуралӗ –
Ан пӗлтӗр мӗншӗнне.
13 вулакан :
Кам ҫырман пуль юрату ҫинчен,
Юратусăр пурнăҫ та пулман.
Юратушăн уйăх ҫутинче
Кам чӗри пуль савнăҫпа тулман.
Пӗрисем калаҫҫӗ: «Эс хитре,
Ик куҫу сан икӗ кÿлӗ пек».
Теприсем: «Чечек, - теҫ, - сăн-питрен»,
Е: «Хӗвел пек, - теҫҫӗ, - чунӗпе».
Эп сана саватăп чӗрепе –
Юрату сăмахсăр та пулать.
Юратушăн пурнăҫ йӗрӗпе
Ман чӗре ҫăлкуҫ юрри юрлать.
14 вулакан :
Эс кайрăн ирпе тӗттӗмлех,
Хыҫран ҫемӗрт тӗмӗ чӗтренчӗ.
Хыҫран эп хăймарăм чӗнме,
Куҫсем куҫҫульпе тӗтреленчӗҫ.
Куҫҫулӗ – хам айăплăран,
Ăна эп чарма пӗлеймерӗм.
Пăхмасăр ҫухалтăн куҫран,
Каҫар та пулин тееймерӗм.
Ман айăп, тен, айăп та мар,
Санран ытларах кӗтни ҫеҫчӗ.
Мӗскершӗн эс пултăн хаяр?
Малтан сăлтавне пӗлмеллеччӗ.
Мӗн-ма хӗр чӗри ҫырла мар, -
Ҫырла пулсан, - татнă та сутнă.
Пӗлмест вăл вутпа выляма.
Эс, теҫҫӗ, халь урăх хӗр тупнă.
Мансан – манса кай. Ҫураҫман.
Ман туйăм ытла та пытанчăк.
Эппин, эс манна юратман,
Ҫавна ăнланма пултарман-тăк.
Анчах пахчана таврăнсан,
Кас-кас ҫӗмӗртсем хускалсассăн,
Кӗтетӗп эс таврăнасса.
Кӗтмесӗр епле пурăнас ман?
15 вулакан :
Чун çÿллĕшне чечек эс акрăн,
Сив çилсенчен ăна упрарăм.
Ϋстертĕм йĕпкĕн хĕрлĕ астра,
Вăл – манăн юрату кăварĕ.
Кăварлă шанчăк, кăмăл-ĕмĕт,
Санпа шур кайăк пек çунатлă.
Эс – пурнăçри илемлĕ тĕлĕк,
Ман чĕрери ейÿллĕ Атăл!
16 вулакан :
Кăвак ҫутă ÿкет. Пӗр канна
Шăпчăксем лăпланаҫҫӗ садра.
Тӗнче ҫывăрнă лăп самантра
Пахчара ҫӗмӗрт кăпăкланать.
Шурăн ҫӗмӗртҫурлать пахчара!
Ҫутă сывлăм ÿкет ун ҫине.
Таврари кайăксен ыйхине
Татас маар тесе шăппăн тăрап.
Лăпкă маар эп. Тӗнче каннă чух
Аш вăркать те тунсăхлать ман чун.
Хуть сÿнсе ÿк, хуть ҫулăмсăр ҫун –
Кӗтнӗ ҫыннăм ҫаплах темшӗн ҫук.
Кăвак ҫут сирӗлет. Шăпчăксем
Хыпса хӗрчӗҫ юрра тепӗр хут.
Тахҫан иртнӗ – сÿнмен юрату
Шанчăкне вӗсемпе эп чӗртем.
Вĕрентекен:
Поэзи! Эс маншăн трагеди. Хĕвел.
Философи магистрĕ, вĕçевĕ эс халь.
Эс ман çав трагедире тупнă телей.
Эп хам та хам мар – Габриела Мистраль.
Вулкан пек тапу ман чĕре тĕпĕнче,
Мĕнле хăват çĕнĕ сан мăн кăмăлна!
Епле эс хускатрăн! Эс йăлтăр тĕнче!
Çынна çуркунне пек пиллетĕн вăйна.
Ĕç чинĕ, чап-ятшăн çунма антăхса
Эс пур чух эп вĕтеннĕ кĕлмĕç чун мар.
Тăшман умне тухăп эп тÿррĕн пăхса,
Ман сывлăш та наркăмăш уншăн,хаяр.
Поэзи! Эс вилĕмсĕр пурнăç вĕçевĕ,
Çап-çутă варкăшатăн хĕвел кайăкла.
Куратăп сăнна эп Сафо сăнĕ евĕр…
Уçатăн-и эп шаккасан алăкна?
17 вулакан :
Чăваш поэзийĕнче хĕрарăмсенчен мана валли никам та традици хăварман. Хупах çунаттисем, чикекен пиçенпе вĕлтĕренсем ашкăракан сăртламсем, çын çÿремен хăвалăх, вăрмансем…Армак-чармак туратсене сирсе, пур тăрмалану, чĕпĕленнине пăхмасăр эп пĕртен-пĕр сукмакăма асаплăн хыврăм. Хатĕр сукмак пулманшăн пĕрре те ÿкĕнместĕп. Эп пурнăçра мĕн ансаттине нихçан та хапсăнман. Йăлт хама тивĕçтерен йывăрлăх. Кун-çулăмра шăпа яраканни (хам валли) эп хам.»
…Юратăвăн çырансăр океанĕ
Çĕкленĕ, ассăн сывлĕ те хумханĕ.
Çав юрă çĕмĕрт пек хитре тумланĕ.
Ун авторĕ хăй акăш пулса анĕ
Каçхи тÿлек кÿлле.
Хăй шухăшлă пуçне усса.
Аса илÿсене путса,
Вăл асăрхамĕ никама.
Вăл – танлă. Пăхăнмĕ сана…
Çут уйăх шыв тĕпне ансан,
Сасартăк, темшĕн пăлханса,
Ик çунатна шăлса,
Ишет вăл сассăр макăрса,
Çапла мĕн ĕмĕр тăршшĕпе
Трагеди – акăшăн шăпи…
Вилес умĕн анчах кайран
Вăл ярĕ юрласа,
Йĕрсе те хурланса.
Ун юррине итлекенсем
Ахлатĕç хытă ÿкенсе:
Çак илеме те упрайманшăн,
Ăна хăш чух асăрхайманшăн,
Тивĕçлипе пахалайманшăн,
Ăмсаннăшăн е пăхайманшăн.
Таса çуначĕсен тĕкне
Элек тикĕчĕсем витмешкĕн
Кĕвĕçекен те ун чухне
Ун шăпине хитре тесен
Пĕрремĕш хут тек хирĕçлеймĕ…
Татса калатăп: эп вилсен,
Çак юррăма хăвна илсен,
Ăнланăн пĕтĕмпех.
Хыпса çунан хĕмпе
Хăватлăхăма сана парам
Чи пысăк юрату таран.
Пуян пул. Танлă пул. Таса.
Ан пул ҫеҫ тăлăх, мӗскӗн, кӗвӗҫ.
Ман хыҫҫăн ҫуралан хӗр-сăвăҫ.
Сана - ман сывлăш, ман асам –
Ман океан.
Вĕрентекен:
Мария Андреевна Волкова поэтесса 1976 çулта юпа уйǎхĕн 30-мĕшĕнче 42 çула çитме 7 кун юлсан вилсе кайнǎ. Ǎна тǎван Карǎкçырми çĕрĕ йышǎннǎ. Кĕрхи сарă çулçăсем ăна хăй ытамне илнĕ. Анчах та унăн Вега çǎлтăрĕ паянхи кун та пирӗн, сирӗн, поэзине юратакансен чӗринче йăлкăшать.
(Ем-ешӗл тополь…)
Ҫулран эп ҫӗтес ҫук.Ман палăрнă шăпа…
…Чӗлхемӗр илемне тӗнче ҫÿллӗшӗнчен
Эп кăтартам уҫса этемлӗх тӗнчине!
Юнри чăвашлăха ҫӗклесшӗн унталла
Пур туртăм вăйӗпе васкатăп эп мала.
Анчах Парнас инҫе. Унта манн пулмаллах.
Эй, пурнăҫăм! Эс пар унта ҫитме вăй-хал…